Ҫӗмӗрлери «Елочка» ача ҫурчӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ хӗрарӑм пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче хысна предприятийӗнче пурӑнакан тӑлӑхсемпе пӗрле хӑйӗн ывӑлӗпе мӑнукне канма янӑ. Вӗсем каннине республика хӗрарӑм-пуҫлӑх хысни шучӗпе саплаштармалла тунӑ.
Ача ҫурчӗн пуҫлӑхӗн тӑванӗсем Крымри ача-пӑча уйлӑхӗнче каннӑ. Ҫакӑ Чӑваш Енӗн хыснине 29 пине кайса ларнӑ. Ултав ҫиеле тухсан тӑкака йӑлтах саплаштарнӑ-ха. Анчах суд тенкелӗ ҫине ӑна пӗрех лартнӑ. Кунсӑр пуҫне хӗрарӑм 2013 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ача ҫуртӗнче ӗҫленӗ евӗр укҫа та тӳленӗ. Уйӑхри шалу арҫыннӑн 12,5 пин тенкӗрен иртнӗ.
Нумаях пулмасть ултавҫӑ пуҫлӑх ӗҫне Ҫӗмӗрле район сучӗ пӑхса тухнӑ. Ӑна 50 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.
Чӑваш Енрен Чулхула облаҫне малашне тӳррӗн ҫитме май килмӗ. Хӗлле, Сӑр юханшывӗ пӑрпа витӗнсен, унта ятарлӑ ҫул уҫаҫҫӗ. Пӑр ҫул Ҫӗмӗрлене Чулхула облаҫӗнчи Пильна районти Нават ялпа ҫыхӑнтарнӑ.
Автоҫула иртнӗ ҫул вӗҫӗнче уҫни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, вӑхӑтлӑх трассӑпа 3 тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен ҫес каҫма ирӗк пулнӑ. Ара, йывӑррисене тӳсеймесӗр пӑр катӑлӗ те. Машинӑсен хӑвӑртлӑх пӗр сехетре 10 километртан иртмелле маррине те палӑртнӑччӗ. Пӑр ҫула уҫиччен яваплисем темрен тем сиксе тухассине те пӑхса хӑварнӑччӗ: вӑл вырӑна инкекрен ҫӑлмалли ятарлӑ хатӗрсемпе тивӗҫтернӗччӗ. Ҫанталӑк ӑшӑтса пынӑ май пӑр ҫулпа ҫӳреме чарнӑ. Машинӑсен кӑна мар, ҫуран ҫурекенсен те тӳррӗн каҫма юрамасть.
Ҫӗмӗрлери халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗ вӑхӑт таппипе тан пырать тесе ӗнентереҫҫӗ вырӑнтисем. Йӑлана кӗнӗ евӗр мелсемпе усӑ курни кӑна ҫителӗксӗр тесе шухӑшланӑ май «Интернет-йышӑну» ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑл пулӑшнипе центр ӗҫӗ-хӗлӗ, вӑл кӳрекен мӗнпур пулӑшу пирки пӗлме, кӑсӑклантаракан ыйтӑва пама пулать. Мӗнпур ыйтӑва социаллӑ тытӑм ӗҫченӗсем ҫийӗнчех хуравлассине, пулӑшассине шантараҫҫӗ.
Ыйтусене http://www.shumerly-centr.soc.cap.ru адреспа кӗрсе «Ыйту–хурав» баннерта хӑварма пулать. Анчах малтан регистрациленмелле. Кунсӑр пуҫне Skype электрон сервис урлӑ та уҫӑмлатма май пур. Специалистсем ыйтӑва электрон-ҫырупа хуравлӗҫ. Ӗҫ вӑхӑтӗнче пулсан ҫийӗнчех уҫӑмлатӗҫ.
«Интернет-йышӑну» талӑкӗпех ӗҫлет.
Нарӑсӑн вӗҫӗнче Чӑваш наци музейӗнче вӑрман олимпиади иртнӗ. Унта 20 ача хутшӑннӑ: Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Етӗрне, Ҫӗмерле районӗсенчен.
Олимпиада икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Унта хутшӑнакансем вӑрман сӑтӑрҫисене уйӑрма вӗреннӗ, кӑмпасене, ӳсентӑрана, чӗрчунсене, пулӑсене палланӑ.
Ачасен ӗҫӗсене жюри хакланӑ. Вӗсен йышӗнче ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин, Чӑваш наци музейӗн, «Эткер» центрӑн, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ.
Кӑҫал республика олимпиадинче Муркаш районӗнчи Юнкӑ шкулӗнче вӗренекен Инесса Шандимирова ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗн вӗренекенӗ тата Куславкка районӗнчи Тӗрлемес шкулӗнче ӑс пухакан Татьяна Шустова тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнче Хутар шкулӗнчи Наталья Романова тата Муркаш районӗнчи Юнкӑ шкулӗнчи Анастасия Романова пайланӑ.
Сӑнсем (9)
Ӗҫсӗрлӗх ыйтӑвӗ кашни ҫулах ҫивӗч пулнӑ темелле. Уйрӑмах — ялсенче. Унти вӑйпитти арҫынсем ҫакна пулах ют хулана куҫ хываҫҫӗ, пысӑк укҫа ӗҫлесе илме тухса каяҫҫӗ. Ӗҫ вырӑнӗ сӗнмеҫҫӗ мар-ха, анчах чылайӑшне шалӑвӗ тивӗҫтермест ахӑр. Кӑҫал ӗҫсӗрлӗх ыйтӑвӗ еплерех?
Чӑваш Енре кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне ӗҫсӗрлӗх 0,75 процентпа танлашнӑ. Пӗтӗмпе 5108 ҫынна шута илнӗ.
Кун пирки халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби пӗлтерет. Унӑн официаллӑ сайтӗнче кӑтартнӑ тӑрӑх, 4052 ҫын тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшать.
Пӗтӗмпе республикӑра 13909 ӗҫ вырӑнӗ сӗнеҫҫӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен 1851 ҫын ваканси пурри пирки пӗлтернӗ.
Официаллӑ информаци тӑрӑх, ӗҫсӗрлӗх кӑтартӑвӗ Муркаш районӗнче пӗчӗк — 0,28%. Унтан списока Вӑрмар тата Ҫӗрпӳ районӗсем тӑснӑ. Унта ку кӑтарту 0,29 процентпа танлашнӑ. Етӗрне, Куславкка районӗсенче — 0,37%, Ҫӗмӗрле районӗнче — 0,48%.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкӑнь ялӗнче пурӑнакан Дмитрий Герасимовичпа Зинаида Яковлевна Даниловсем пӗрле пурӑнса хыҫа 60 ҫул хӑварнӑ. Ҫак тапхӑра вӗсем шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, пӗр-пӗрне хисеплесе ирттернӗ.
Даниловсем кевер туя ҫемйипе уявланӑ. Дмитрий Герасимович чылай ҫул Ҫӗмӗрлери автобазӑра водительте, хими савутӗнче ӗҫленӗ. Зинаида Яковлевна автоҫул тунӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Даниловсем пурӑна-киле Якуртушкӑнь ялне куҫса килнӗ. Кун хыҫҫӑн Дмитрий Герасимович «Большевик» колхозра ӗҫленӗ, Зинаида Яковлевна – шкулта.
Вӗсем иккӗшӗ те ӗҫ ветеранӗн ятне тивӗҫнӗ. Мӑшӑр ывӑлӗпе хӗрне тивӗҫлӗ воспитани панӑран хӑйсене телейлӗ туяҫҫӗ. Вӗсем халӗ 5 мӑнукпа, вӗсен 4 ачипе киленеҫҫӗ.
Даниловсем — ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх. Вӗсене кура ӳсекен ӑрун вӗренмелли пурах.
Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи ял старостисем паян Мӑн Турхан ялне пухӑннӑ, вӗсене пурне те кӑмӑллӑн та вашаватлӑн ялти культурӑпа сывлӑх ҫирӗплетекен центрӗн акт залӗ йышӑннӑ.
Пухӑва уҫнӑ майӑн Чӑваш Республикин муниципаллӑ пӗрлӗхсен Канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Николаев Станислав Андреевич старостӑсен пысӑк вырӑнне палӑртнӑ. Шӑп та лӑп вӗсем урлӑ халӑхпа влаҫ хушшинче ҫыхӑну йӗркеленни пирки асӑннӑ. Ҫавӑнпа яваплӑхӗ те пысӑк. Станислав Андреевич хӑйӗн сӑмахӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен старостӑсен ячӗсене те асӑннӑ. Пухӑннисем умӗнче сӑмах илнӗ тепӗр ҫын — Ҫӗмӗрле районӗн администраци пуҫлӑхӗ Рафинов Лев Геннадьевич — старостӑн ӗҫӗсене каласа тухнӑ. Ялти ҫак ҫын тавралӑха тирпейлеме пулӑшмалла, налук пухассине лайӑхлатмалла. Старостӑсенех суйлав ирттерме хутшӑнмалла, пушартан сыхланмалли ӗҫсене тумалла. Унсӑр пуҫне старостӑсем ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ялта мӗн-мӗн пулса иртни пирки, ялтисене вара ял тӑрӑхӗ мӗнле ӗҫлени ҫинчен пӗлтерсех тӑмалла имӗш.
Ял старостисем хӑйсем те сӑмах илчӗҫ. Сӑмахран, Тӑванкасси ял тӑрӑхне кӗрекен Кӗҫӗн Тӑван старости Алевтина Ташманова хӑйне шанса панӑ ялӑн йывӑрлӑхӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.
Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин халӑх академи пӗрлешӗвӗ Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмаша ялӗнче ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ йӗркеленӗ. Унта Раҫҫейри пӗчӗк ялсене сыхласа хӑварасси тата аталантарасси тавра калаҫнӑ.
Унта ЧНК президенчӗн ҫумӗ Петр Ивантаев, Ваттисен Канашӗн председателӗн ҫумӗсем Федор Карягинпа Василий Федотов хутшӑннӑ. Конференци ирттермелли вырӑна, Тури Кӑмаша ялне, ахальтен суйламан. Кунти Николай Адер усламҫӑ тӑрӑшнипе ку енӗпе ҫитӗнӳсем тунӑ.
Турикӑмашасем яла ҫӗнӗрен аталантарас шухӑшпа пурӑнаҫҫӗ. Кунта тавралӑх та илемлӗ, пуян. Хастар, маттур ҫынсем тӑрӑшнипе кунта вырӑнти хӑйтытӑмлӑха йӗркеленӗ, ял старостине суйланӑ, яла аталантармалли тӑхӑр ҫуллӑх план хатӗрленӗ.
Николай Адер колхоза ҫӗнӗрен йӗркеленӗ. Кунта вӑрманлӑ, ҫавна май пилорама ӗҫлет. Ялта шыв пур, ҫулсене ҫӗнетнӗ, фонтан та сирпӗтет. Ял ҫыннисем тӑватӑ хутлӑ культура центрӗпе мухтанма пултараҫҫӗ. Унта йӑлтах пур: лавкка, аптека, спортзал, вулавӑш, музей, мунча… Район центрне каймалла та мар — кунтах веҫех пур.
Конференцие Чӑваш халӑх академийӗн ертӳҫи Евгений Ерагин ертсе пынӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе ҫул хыҫҫӑн ҫул шунӑ май ҫамрӑк ӑру ҫӗршывӑн историйӗнче ҫырӑнса юлӑн ҫав кунсен пӗлтерӗшне, тен, ӑнлансах та каймасть-тӗр. 1812 ҫулхи вӑрҫӑ манӑҫнӑ евӗрех ҫав кунсен чапӗ те асран тухать тесе шухӑшлаҫҫӗ Ҫӗмӗрлери 3-мӗш вӑтам шкулта. Икӗ-виҫӗ ҫар ертӳҫине асӑннипех, пӗр-ик ҫапӑҫу пирки каланипех ан ҫырлахчӑр тесе вӗренӳ учрежденийӗ радиолинейкӑсен ярӑмне пуҫарнӑ.
Ярӑма паттӑр пионерсене халалланӑ. 1941–1945 ҫулсенчи аслӑ вӑрҫӑра ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн вӗсем те тӳпе хывнӑ-ҫке. Шкул музейӗн ертӳҫи Л.И. Лермонтова паллӑ пионерсем пирки куллен каласа кӑтартӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнче пурӑнакан Валентин Семенова таврара пӗлеҫҫӗ. Вӑл ветеринари тухтӑрӗ кӑна мар, ӳнерҫӗ те.
Арҫын 30 ытла ҫул йывӑҫран касса кӑларать. Унӑн путвалӗнче — мастерской, хваттерӗнче — галерея. Валентин Семенов йывӑҫ татӑкне те чӑн-чӑн илеме ҫавӑрма пултарать.
Вӑл пултарулӑхне ахаль пукансенчен ҫеҫ тытӑннӑ. Вӑл ятарлӑ училищӗре вӗреннӗ. Унтан Омск хулине лекнӗ. Пенсие тухсан йывӑҫран касса кӑларассипе тата вӑйлӑрах ӗҫлеме тытӑннӑ. Хӑйӗн мастерскойӗнче килтинчен те ытларах ӗҫлет. Мӑшӑрӗ куншӑн кӑмӑлсӑрланмасть.
Кирлӗ хатӗр-хӗтӗре укҫа шеллемесӗрех лавккаран туяннӑ. Ара, ан тив: килӗшет тӗк ӗҫлетӗр. Ҫӗмӗрле арҫынни ку ӗҫпе тупӑш тӑвассишӗн аппаланмасть. Хӑйӗн ӗҫӗсене тӑванӗсене, юлташӗсене парнелет. Пӗр вӑхӑт вырӑнти шкул ачисене те ку ӗҫе тӳлевсӗрех вӗрентнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |